АЛИКОВСКАЯ    ШКОЛА
ИМЕНИ И.Я. ЯКОВЛЕВА



         15:09 Воскресенье 2024                           В ТОПЕ ЛУЧШИХ СЕЛЬСКИХ ШКОЛ РОССИИ 2014, 2015, 2016, 2017гг.

Меню сайта

























Мини-чат




Наш опрос




Наш самый классный классный - Иванова Фаина Николаевна

     Паян  ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхĕшĕн пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Ҫак уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 32 ҫул ҫитрӗ. Ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр.Уява халалласа Элĕк шкулĕнчи пуҫламăш класра вĕренекенсем  сцена ҫине илемлĕ концертпа тухрĕҫ.П.Хусанкайăн, Р.Сарпин,В.Давыдов-Анатрин,Ϛеспĕл Мишшин сăввисене вуларĕҫ.Пĕрремĕш класра вĕренекенсем «Кăмпа» юмаха ăста выляса кăтартрĕҫ.Маттур хĕр ачасемпе арҫын ачасем «Пахчи, пахчи...», «Хамăр касра ҫичĕ хĕр», «Айтăр такмак калар-и?» халăх юррисене шăрантарчĕҫ, Ирина М. «Асамат кĕпере» юрăпа савăнтарчĕ. Вайă картине тухса хавасланса вылярĕс, такмаксем каларĕҫ. Тăваттăмĕшсем вĕрентекенсене халалланă юрра парнелерĕҫ. Уява чăваш чĕлхи чăннипех те хитре те пуян, янăравлă та ҫепĕҫ пулнине палăртса «Илемлĕ» юрăпа вĕҫлерĕҫ.
    Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хӗварнӑ: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле, аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла».Аслă Вĕрентекенĕмĕр халалĕсене асра тытса пурǎнас. Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пултăр.

Просмотров: 19 | Добавил: Сисадмин | Дата: 25.04.2024

 
05.05.2024




 https://alikovo.ucoz.ru/news/s_novym_godom/2023-12-31-2957

Форма входа


Календарь новостей
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Поиск по новостям

Друзья нам пишут тут
Решим с Вами вместе,
как сделать школу лучше?

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0







Контактный e-mail: alik-alikovskay@rchuv.ru

yCorp © 2006             Техническая поддержка сайта:Владислав Волков