АЛИКОВСКАЯ     ШКОЛА
ИМЕНИ  И. Я. ЯКОВЛЕВА
Основана в 1854г.
       

 

Меню сайта

 
Главная » 2021 » Апрель » 25 » Тăван чĕлхене упрасси пирĕн тивĕç
Тăван чĕлхене упрасси пирĕн тивĕç
20:09

    Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте-асаннесем калаçнă, пире пехиллесе хăварнă. «Çын лаши тем пек илемлĕ те чаплă пулсан та ун çине ларса ку ман лаша тесе утланса мухтанаймăн. Çавăн пекех, ытти чĕлхесем темле чаплă пулсан та пирĕншĕн ют. Нихăш чăвашăн та çакна манас марччĕ – эпир пуян чĕлхеллĕ халăх. Хамăр чĕлхемĕре ан манăр, ан çухатăр»,- тесе хăварнă аслă вĕрентекенĕмĕр.
   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне 150 çул каялла йĕркеленĕ И.Я.Яковлев çуралнă.
  Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Кашни кун тĕрлĕ мероприяти пулчĕ: «Чăваш çырулăхĕн аслашшĕ» кĕнекесен куравĕ, саламлă хутсен конкурсĕ, «И.Я.Яковлев калавĕсем ÿкерчĕкре», «Илемлĕ чăваш тĕрри» куравсем, «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторина, «Янра,чăваш чĕлхи!» сăвă вулакансен конкурсĕ. Уроксенче тăван чĕлхе çинчен калаçрĕç, диктант тата сочинени çырчĕç. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче уяв концерчĕ иртрĕ, кĕçĕн тата вăтам классенчи ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
  Тăван чĕлхене упрасси пирĕн тивĕç. Калаçар унпа, упраса хăварар анне чĕлхине. Пирĕн республикăра чăваш сăвви, чăваш юрри янраса тăтăр! Фотоальбом

Просмотров: 209 | Добавил: Сисадмин | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 2
1 Tedbuple  
Вы попали в самую точку. В этом что-то есть и это хорошая идея. Я Вас поддерживаю.

---
У вас неверные данные какой сорт кофе самый лучший, кофе ассортимент или доклад на тему кофе

2 Justinjaf  
Огромное спасибо за объяснение, теперь я не допущу такой ошибки.

---
Да качество отличное разновидность кофе в зернах, кофе о или чем полезно кофе

ellpadding="2" class="commTable">
Name *:
Email:
Site:
Comment *:
Security code *:
Форма входа



Календарь новостей
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Поиск

Друзья сайта
Решим с Вами вместе,
как сделать школу лучше?


Copyright MyCorp © 2024