Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕпе тÿр килет. Чăваш просветителĕн пархатарлă ĕçĕсене асра тытса Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем çинчен чӑваш чӗлхи урокӗсем иртрӗҫ.
6 "в" класс ачисем "Илемлӗ чӑваш тӗрри" проектсем хатӗрлерӗҫ,
7 "б" класра вӗренекенсем Стихван Шавлы ҫырнӑ "Вӗҫкӗн Ваҫҫа" сӑввипе сценка лартрӗҫ, "Илемлӗ чӑваш тӗнчи" темӑпа ӳкерчӗксем туса хатӗрлерӗҫ.
Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе
Эс чи пахи, эс - чун уҫҫи.
Тӑван чӗлхе ӗмӗрлӗхе,
Пин чӗлхерен чи ҫывӑххи.
Чӑваш чӗлхи - анне чӗлхи. |