АЛИКОВСКАЯ     ШКОЛА
ИМЕНИ  И. Я. ЯКОВЛЕВА
Основана в 1854г.
       

 

Меню сайта

 
Главная » 2019 » Май » 7 » Географи предметне вĕрентекен А. В. Викторова 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ
Географи предметне вĕрентекен А. В. Викторова 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ
14:40

    Ĕнер, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 3-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале килнĕ хăнасем шкул ачисемпе кар тăрса уява вăйă картипе пуçларĕç. Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев пурне те саламларĕ, ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕ. Шкул директорĕ Татьяна Аркадьевна Ершова тăван шкула аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн Евгений Евстафьевич Ерагина Калайкасси шкулĕн Хиспелĕ Гражданинĕ ятпа чысларĕ. Фестиваль Колдашова С.У. çырнă «Чăваш ачи» гимнпа уçăлчĕ.
Юрă вĕçленнĕ хыççăн халăх виçĕ секцине пайланчĕ.
    «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртăва кĕçĕн класс ачисем хутшăнчĕç. Кунта 1-4 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса пачĕç. Кайран Никита Тĕнче велопутешественникпа тĕл пулĕç.
   «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекен яш-кĕрĕм чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине кăтартрĕ. Унтан Артем Сергеевич Федеринчикпа, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ĕçтешĕпе, калаçрĕç.
   «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура 5-11 классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнчĕç, чăвашла уроксем кăтартрĕç. Конкурсра хутшăнакансене вĕренӳ институчĕн ĕçтешĕсем тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хакларĕç. Урока йĕркеленине, темăна интереслĕ те кăсăклă пама пултарнине, тăван халăх историйĕпе культурине урок темипе çыхăнтарма пĕлнине, вĕрентекен пуплевĕн пахалăхне, чăвашла тĕрĕс те таса калаçма пултарнине, урокра тĕрлĕ меслетсемпе мелсене усă курма, ачасене хавхалантарса ĕçлеттерме пĕлнине хакларĕ. Унтан вĕсем «Шкул ачисен патриотизм туйăмне мĕнлерех аталантармалла?» çавра сĕтелте тухса калаçрĕç, кулленхи ыйтусене мĕнлерех татса памалли пирки канашларĕç.
   Ҫак секцинче пирĕн шкулти географи предметне вĕрентекен Ангелина Вячеславовна Викторова хутшанчĕ. Вăл «Х территори» темăпа уçă урок кăтартрĕ. Фестивальте Ангелина Вячеславовна ăмăртура хутшăнакан 14 вĕрентекен хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Саламлатпăр!!! Фотоальбом

 

 

Просмотров: 345 | Добавил: Сисадмин | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
ellpadding="2" class="commTable">
Name *:
Email:
Site:
Comment *:
Security code *:
Форма входа



Календарь новостей
«  Май 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Поиск

Друзья сайта
Решим с Вами вместе,
как сделать школу лучше?


Copyright MyCorp © 2024