АЛИКОВСКАЯ     ШКОЛА
ИМЕНИ  И. Я. ЯКОВЛЕВА
Основана в 1854г.
       

 

Меню сайта

 
Главная » 2024 » Февраль » 18 » Тăван чĕлхе куннĕ
Тăван чĕлхе куннĕ
22:30

  Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче» Тăван чĕлхе кунне, Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çутçанталăка перекетлес çулталăкне тата  Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестиваль иртрĕ.
    Фестивале йеркелекенсем çак  тĕллевсене мала хунă:
Чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси, ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;
Фестивале хутшăнакансем çичĕ ушкăна уйрăлса ăмăртрĕç. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 6 «б» класра ăс пухакан Егорова Екатерина та маларах асăннă фестивале хутшăнчĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Чи малтанах хăй пушă вăхăта мĕнле ирттерни çинчен, çемьери хĕрарăмсем пурте ал ĕçне пĕлни çинчен каларĕ. Юлашкинчен вĕтĕ шăрçаран (бисертан) чăваш эрешĕ ăсталас ĕçĕн йĕркине ăнлантарса кăтартрĕ. Маттур ал ăстине 3-мĕш вырăн йышăннине ĕнентерекен хутпа чысларĕç.
Ку фестивальте курса тĕлĕнмелли, вĕренмелли питĕ нумай пулчĕ. Шкулта кунĕпе чăваш сăмахĕ, сăвви, юрри янăрарĕ. Ачасен пултарулăхне курнă май чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пуррине шанас килет.
Николаева И.В.,тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ.

Просмотров: 32 | Добавил: Сисадмин | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Форма входа



Календарь новостей
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829

Поиск

Друзья сайта
Решим с Вами вместе,
как сделать школу лучше?


Copyright MyCorp © 2024