АЛИКОВСКАЯ     ШКОЛА
ИМЕНИ  И. Я. ЯКОВЛЕВА
Основана в 1854г.
       

 

Меню сайта

 
Главная » 2010 » Декабрь » 18 » Юбилей Чăваш филилогийĕпе культура факультетĕнчĕн
Юбилей Чăваш филилогийĕпе культура факультетĕнчĕн
00:08

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш филилогийĕпе культура факультетĕнче, 20 çул тултарнă ятпа, тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç. Вĕсен хушшинче сăвă калакансен конкурс та иртрĕ. Пирён шкул ачисем тата вĕрентекенĕсем çак мероприятисене хастар хутшăнчёç. Университета 1-4 класра вĕренекенсем тĕрлĕ районсенчен пуçтарăнчĕç. Муркаш, Патăрьел, Комсомольски, Элĕк районĕсенчен килнĕ маттурсем ытларах савăнтарчĕç пире. Патăрьел районĕнчен килнĕ Шурякова Екатерина тата Муркаш районĕнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпăкне питех те хитре каласа кăтартрĕç. Ачасен юратнă поэчĕсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кăлкан пулнине куртăмăр. Кашни ачах хăйне май талантлă.

Сăвă вуланине сумлă жюри хакларĕ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В.А. Абрамов, О.Г. Владимирова, Е.П. Чекушкина, Н.В. Доброва, А.А Сосаева ăсчахсем. Сăвва хакламалли критерисем çаксем пулчĕç: дикци, артистизм, тĕп сăмахсене палăртни, аудиторипе ĕçлеме пĕлни. 1-2 классем хушшинче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: 1 вырăн - Шурякова Екатерина, Патăрьел районĕ, 2 вырăн - Егорова Дарья, Сĕнтĕрвăрри рнĕ тата Митта Ксения, Патарьел районĕ. 3 вырăн - Шаринкин Игорь, Николаев Милош, Щербаткина Валерия пулчĕç.

3-4 классем хушшинче: 1 вырăн- Викторов Дмитрий, Шибаев Илья. 2 вырăн- Яргонин Валерий, Осипова Валерия, Кузнецов Никита. 3 вырăн- Миронов Алексей, Свистков Евгений, Митрофанова Анастасия, Порфирьев Алексей.

Вырăс шкулĕсенчен килнĕ ачасем çаксем вырăн йышăнчĕç: 1 вырăн -  Афанасьева Кира (Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш  шкул), 2 вырăн - Павлова Анита (Шупашкарти 1№лĕ гимнази) тата Леонтьев Никита (Шупашкарти 1№лĕ гимнази), 3 вырăн - Москалева Елена (Шупашкарти 2№лĕ гимнази) тата Григорьева Елизавета (Çĕнĕ Шупашкарти 18 шкул).Вырăн йышăнакансене чунран саламлатпăр, ÿссе çитсен чăваш чĕлхине юратакан специалистсене хатĕрлекен пирĕн факультета вĕренме кĕме ыр сунатпăр!!! 

Просмотров: 572 | Добавил: Сисадмин | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
ellpadding="2" class="commTable">
Name *:
Email:
Site:
Comment *:
Security code *:
Форма входа



Календарь новостей
«  Декабрь 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Поиск

Друзья сайта
Решим с Вами вместе,
как сделать школу лучше?


Copyright MyCorp © 2024