Нарӑсӑн 21-мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ӑна ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе1999-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗнчере чӗлхесем нумай. Пӗтӗмӗшле илсен 6 пине яхӑн тӗрлӗ чӗлхе тесе палӑртаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Пирӗн тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи. Ӑна упрасси - пирӗн тивӗҫ. Ҫак куна халалласа Элӗкри вӑтам шкулта 7б класра вӗренекенсемпе "Тӑван чӗлхе-чӑваш чӗлхи" уяв иртрӗ. Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе Эс чи пахи, эс - чун уҫҫи. Тӑван чӗлхе ӗмӗрлӗхе, Пин чӗлхерен чи ҫывӑххи. Чӑваш чӗлхи - анне чӗлхи.